Мы рады вам!
Главная Блог Статьи на разные темы

Поэзи - этем чунĕнче çунакан çулăм


Поэзи - этем чунĕнче çунакан çулăм

Огромное спасибо Татьяне Арянской за фото статьи из номера Херле-Ялав Урмарской-Районной-Газеты! Статья посвящена подведению итогов третьего ежегодного конкурса чтецов «Над Арей рекою-2018» в Урмарском районе Чувашской Республики по чтению отрывков из прозаических, стихотворных и иных произведений поэта, члена Союза Чувашских писателей Татьяны Юрьевны Дорофеевой-Миро (Татьяна Арянская). В ней упомянуты и члены жюри конкурса. В их числе и Елена Костоусова.
Огромное спасибо!

Текст статьи:

над Арей рекою

Поэзи - этем чунĕнче çунакан çулăм

Поэзи - этем чунĕнче çунакан çулăм. Çак çулăм çунтарать те, ăшăтать те, çутатать те... Чăн-чăн поэт хăй ирĕкĕсĕрех туйăмсен çулăмĕнче çунать, ыттисене те çунтарать, пĕтĕм тĕшши çакăнта ĕнтĕ", - тенĕ вырăссен паллă çыравçи Л.Толстой. Çак сăмахсене пирĕн районта пурăнакан талантлă сăвăç, Чăваш писателĕсен Союзĕн членĕ Т.Дорофеева-Миро пирки каланă пекех туйăнать.

Татьяна Юрьевна 23 кĕнеке авторĕ, А.Талвир, Эмине ячĕллĕ Пĕтĕм чăвашсен премийĕсен лауреачĕ, ăна общество умĕнче пысăк çитĕнÿ тунăшăн пĕтĕм халăхсем хушшинчи "Озарение" творчествăлла аталану пĕрлешĕвĕн медалĕпе чысланă. Вăл хăйĕн сăввисенче, калавĕсенче тăван çĕршыва, тăван халăха, çутçанталăка мухтать. Алла ручка тытнипе кăна çырлахмасть вĕри чĕреллĕ çыравçă, сăмах илемне çынсем хушшинче сарас, тăван ен йăлисемпе культурине çирĕплетес тĕллевпе Пĕтĕм тĕнчери поэзи кунĕ тĕлне кăçалхипе виççĕмĕш хут ĕнтĕ хăйĕн произведенийĕсене вулакансен "Ара юханшывĕ çийĕн" конкурсне йĕркелесе ирттерчĕ. Конкурса мартăн 23-мĕшĕнче чаплă лару-тăрура районти культура çуртĕнче пĕтĕмлетрĕç.

Мероприятине районти библиотека системин секторĕн заведующийĕ Н.Борисова ертсе пычĕ. Асăннă конкурса чăваш халăхне çутта кăлараканăмăр И.Я. Яковлев çуралнăранпа кăçал 170 çул çитнине халалланине пĕлтерчĕ вăл. Унтан Т.Дорофеева-Миро сăмах илчĕ. Вăл конкурса - литература, поэзи, вулав, сцена пултарулăхĕн уявне - хутшăнакансене айккинче юлманшăн, активлă пулнăшăн ырларĕ. Татьяна Юрьевна çак кунсенче 45 çулхи юбилейне паллă тунă, çавна май вăл конкурсантсем нихăшĕ те парнесемсĕр юлманнине палăртрĕ. Конкурса йĕркелесе тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнăшăн спонсорсене тав турĕ.

Кăçал вулавçăсен конкурсне хамăр районтан кăна мар, Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчен, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар, Мускав хулисенчен те хутшăннă - пурĕ 40 ытла çын. Маларах вĕсем хăйсен пултарулăхне видеокамерăпа ÿкерсе конкурса тăратнă пулнă. Вĕсене жюри членĕсем - Чĕмпĕрти пуканесен театрĕн актриси Е.Костоусова, В.Бойков сăвăç /Рыбинск хули/, В.Ржинпа /Канаш/ О.Митькина /Мускав/ çыравçăсем, Н.Ястребовăпа /Муркаш/ И.Васильева /Вăрмар/ педагогсем, Томскри регионти уйрăмĕн писательсен Союзĕн руководителĕ А.Швецова сăвăç - пăхса тухса хакланă.

Уявра савăнăçлă кăмăл-туйăм хуçаланчĕ. Пухăннисем пысăк экран çинче Т.Дорофеева-Миро пултарулăхне халалланă "Пĕтĕм çулсем - Вăрмар еннелле" видеофильм курчĕç. Унтан Татьяна Юрьевна конкурса хутшăнакансене пĕрерĕн-пĕрерĕн сцена çине чĕнсе кăларса тĕрлĕ номинацире дипломсемпе чысларĕ, асăнмалăх парнесем пачĕ. Унсăр пуçне конкурсантсен наставникĕсене те, библиотекарьсене, вĕрентекенсемпе воспитательсене, тав хучĕсем парса хавхалантарчĕ, никама та уйăрса хăвармарĕ. Конкурса хутшăнакансем пурте хастарлăхпа палăрчĕç пулин те вĕсем хушшинче те чи маттуррисем пулчĕç. Тĕп парнесене Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекен Анастасия Артюковăпа /руководителĕ М.Антипова/ Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ăс пухакан Анастасия Бабаева /руководителĕ Г.Петрушкова/ тивĕçрĕç. Вĕсене иккĕшне те планшет парса чысларĕç. Çавăн пекех жюри членĕсем Вăрмарти вăтам шкулта вĕренекен Александр Ивановăн пултарулăхне те палăртса хăварчĕç. Вăл радиоприемник хуçи пулса тăчĕ. Çак пысăк уяв ячĕпе Татьяна Юрьевнăна Ю.Петров-Сантус сăвăç саламларĕ, ăна халалласа çырнă сăввине вуласа пачĕ. Мероприятинче районти искусство шкулĕнче вĕренекенсен тата "Музыкальные капельки" ача-пăча хорĕн руководителĕн Е.Краснован, Арапуçĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи "Гармония" ансамблĕн юрри-кĕввисем шăранчĕç. Юрăçсен çепĕç сассисем пурне те тыткăнларĕç. Юлашкинчен пухăннисем пурте пĕрле тăрса асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.


Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Ссылки:
Страница в vk Татьяна Арянская (Дорофеева-Миро)
Страница в одноклассниках Татьяна Дорофеева-Миро
Группа в одноклассниках СТИХИ И ПРОЗА Дорофеева-Миро

28 марта 2018 г.
Источник АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИ

Нет аватара
Пользователь

Авторизируйтесь

Ваша корзина пуста

Добавить товары